VulaCv - Чăвашла вулаттаракан сайт

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

Чăвашла çырнă пуян литературă еткерне, Нарспирен, Уках Хурăнĕччен чылай жанрлăскере, чăвашла çырнă е куçарнă хайлавсен электронлă тексчĕсене тупса кунта вырнаçтаратпăр. Сайтра шырамашкăн сылтăмри “Сайтра Тупас” гаджетпа усă курăр, е тагсемпе. Аялти формăпа усă курса та инттереслентерекен хайлав çинчен пĕлтерме пултаратăр.

Сайтра илемлĕ литературăн çак чи нумай вулакан, чи юратнă, çавăнпа та чи хаклă хайлавĕсем пур:

  1. Нарспи (Константин Иванов, 1908),

  2. Салампи (Александр Артемьев, 1954),

  3. Ача-пăча калавĕсем (Иван Яковлев, 1968),

  4. Тилли юррисем (Петĕр Хусанкай, 1933-1940)

  5. Ача чухнехи (Трубина Мархви, 1960),

  6. Хĕрлĕ мăкăнь (Юрий Скворцов, 1977),

  7. Хура çăкăр (Илпек Микулайĕ, 1962),

  8. Уках хурăнĕ (Юрий Скворцов, 1963),

  9. Арçури (Михаил Федоров, 1879),

  10. Çăкăр чĕлли (Ева Лисина, 1970).

(Статистика пуçланнăранпа 2019 ç Кăрлач тĕлне çитиччен).

Паянхи чăваш вулавçи чăвашăн ĕлĕкхи тĕнĕпе, тавракурăмĕпе питĕ интересленет. Унпа çыхăннă е çыхăнтарнă текстсенчен çаксене чи малта:

  1. Кĕлĕ тата пил сăмахĕсем (Виталий Родионов),

  2. Кĕлĕ (Анатолий Кибеч, 2004),

  3. Пилпе сунăм-хушăм (Халăх пултарулăхĕ).

(Сайт пуçланнăранпа 2019 çулхи Kăрлач таранччен çырнă статистикăна кура)

Унсăр пуçне халăхла ĕненÿ, тĕшмĕш-ăрăм çырăвĕпе çыхăннă, авалхи тĕрĕк руна çырăвĕпе Мани манахĕсем çырнă Юмăç кĕнеки сонникăн куçарăвĕ пур.

Аваллăхпа çыхăннă текстсенчен Ахмед ибн-Фадлан пăлхар патшалăхне кайса килни çинчен çырнă текст, паллах, самай вуланать.